Sekira
Блог
ПРОФИЛЬ
Гость
Личные сообщения



Меню сайта

ССЫЛКИ
РАСКРЫТЬ

Статистика

Онлайн всего: 1
Гостей: 1
Пользователей: 0

Приветствую Вас, Гость · RSS 05.04.2026, 05:20

Главная » 2010 » Декабрь » 11 » ЧАВАШ САВВИСЕМ, ЮРРИСЕМ...
20:01
ЧАВАШ САВВИСЕМ, ЮРРИСЕМ...
Халиччен эп пĕлмен юрату туйăмне,
Ик чĕре тĕл пулсан тĕлкĕшсе çуннине,
Хăш сукмак ман пата илсе килчĕ сана,

Сӳнсе ларнă вутта çулăмпах çунтарма,
Çак вут çулăм çути çутатать тĕнчене,
Систерет вăл ялан эс манпа пулнине.

АСАМЛĂ СЫВЛĂШПА СЫВЛАТĂП,

ÇАВ СЫВЛĂШ ЯЧĔ -ЮРАТУ.

АСАМЛĂ КУЛĂПА КУЛАТĂП ,

ÇАВ КУЛă ЯЧĔ -ЮРАТУ.

АСАМЛĂ ТУЙĂМПА ПУРНАТĂП,

ÇАВ ТУЙĂМ ЯЧĔ -ЮРАТУ.

ÇУТ ТĔНЧЕНЕ ЧУНТАН САВАТĂП

СУНСА КИЛĔШӲПЕ ТАТУ.


— Мĕнле пурнан?

Ыйтать манран хресчен,

Эп инçетрен яла пырса çитсен.

Те шӳтлесе, те чăнласах калатăп:

— Тунката кăклатăп...

— Мĕнле пурнан?

Чăрр! тинкерсе куçран,

Ыйтать те ырă тус-тăван манран:

— Хуллен-хуллен-çке...

Чăвашла вăлтатăп,

Çăлтăр шутлатăп...


Ман темшĕн пит курас килеть сана,

Эс çук чухне темскер çитмест мана,

Анчах сана курсан, сана курсан пĕрре,

Чуна çулăм хыпса илеть ĕмĕрлехе!


Çăмăр çăвать, çăмăр çăвать,

Çăмăр çăвать ман çине.

Эпĕ йĕпентĕм, йĕпентĕм çамăрпа...

Мĕншĕн-ха, савни, пăхмастăн ман çине,.-

Эп вĕть йĕпентĕм, йĕпентĕм çамăрпа...

Дождик капает, дождик капает,

Дождик ведь капает на меня...

А ты, миленочек, а ты, миленочек,

Совсем не смотришь на меня...


Сана ман пек никам та ачашлаймĕ.
Ик чакăр куçунтан асамлăн тинкереймĕ.
Юрату аварĕнче ишмешкĕн вĕрентеймĕ.
Сана ман пек никам та ăнланаймĕ...


Урамра сĕм тĕттĕм каç,

ниçтата пĕр çын утмаç,

пур те тутлăн çывăраç,

сире те çавна сунаç...


АСАМЛĂ СЫВЛĂШПА СЫВЛАТĂП,

ÇАВ СЫВЛĂШ ЯЧĔ -ЮРАТУ.

АСАМЛĂ КУЛĂПА КУЛАТĂП ,

ÇАВ КУЛă ЯЧĔ -ЮРАТУ.

АСАМЛĂ ТУЙĂМПА ПУРНАТĂП,

ÇАВ ТУЙĂМ ЯЧĔ -ЮРАТУ.

ÇУТ ТĔНЧЕНЕ ЧУНТАН САВАТĂП

СУНСА КИЛĔШӲПЕ ТАТУ.


Пушкăрт чăвашĕсен юрри..

Эс таçтаччĕ тăванăм,эп таçтаччĕ,

явăçтарчĕ турри пĕр çĕре ,атăл хăмăшĕ,


атăл хăмăшĕ ,çулçи сарлака,

çулçи сарлака ,пĕвĕ яштака.( припев)


явăçтарассине явăçтарчĕ,
уйрăлмасса çырин пĕр турри,атăл хăмăшĕ


çӳлелле те пăхрăм эп тĕлĕнтĕм ,
кайăк хурсем вĕçсе пынинчен ,атăл хăмăшĕ


хам уйланă уйран хам тĕлĕнтĕм,
çамрăк ĕмĕр иртсе пынинчен,атăл хăмăшĕ


йк айккинчен тухрĕ хура пĕлĕт ,
мĕн çусан та çутăрччĕ кăнтăрла,атăл хăмăшĕ

ай хаях та чунăм çамрăк чунăм ,
мен курсан та куртăрччĕ çамрăкла,атăл хăмăшĕ (кашни куплет хыççăн припев)


Просмотров: 4938 | Добавил: tihuana | Рейтинг: 5.0/1
Всего комментариев: 0
Добавлять комментарии могут только зарегистрированные пользователи.
[ Регистрация | Вход ]
Sekira ©2026