Халиччен эп пĕлмен юрату туйăмне,
Ик чĕре тĕл пулсан тĕлкĕшсе çуннине,
Хăш сукмак ман пата илсе килчĕ сана,
Сӳнсе ларнă вутта çулăмпах çунтарма,
Çак вут çулăм çути çутатать тĕнчене,
Систерет вăл ялан эс манпа пулнине.
АСАМЛĂ СЫВЛĂШПА СЫВЛАТĂП,
ÇАВ СЫВЛĂШ ЯЧĔ -ЮРАТУ.
АСАМЛĂ КУЛĂПА КУЛАТĂП ,
ÇАВ КУЛă ЯЧĔ -ЮРАТУ.
АСАМЛĂ ТУЙĂМПА ПУРНАТĂП,
ÇАВ ТУЙĂМ ЯЧĔ -ЮРАТУ.
ÇУТ ТĔНЧЕНЕ ЧУНТАН САВАТĂП
СУНСА КИЛĔШӲПЕ ТАТУ.
— Мĕнле пурнан?
Ыйтать манран хресчен,
Эп инçетрен яла пырса çитсен.
Те шӳтлесе, те чăнласах калатăп:
— Тунката кăклатăп...
— Мĕнле пурнан?
Чăрр! тинкерсе куçран,
Ыйтать те ырă тус-тăван манран:
— Хуллен-хуллен-çке...
Чăвашла вăлтатăп,
Çăлтăр шутлатăп...
Ман темшĕн пит курас килеть сана,
Эс çук чухне темскер çитмест мана,
Анчах сана курсан, сана курсан пĕрре,
Чуна çулăм хыпса
...
Читать дальше »